Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чемпион (Галина Иванова)

Николай Степанович Чамеев... Кивӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ. Районта ӑна пӗлмен, унӑн спортри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен илтмен ҫын ҫук та пулӗ. Вӑтам тата вӑрӑм дистанцисене чупса Тӗнче чемпионӗ пулнӑ, темиҫе хутчен Европӑри ӑмӑртусенче мала тухнӑ, сакӑр хутчен СССР чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.

Коля ӗҫчен те сӑпай ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Пӗчӗккӗллех аслисемпе пӗр тан ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Шкултан таврӑнсан ашшӗпе амӑшне пулӑшма колхоз фермине васканӑ. Кил-ҫуртри кулленхи ӗҫсем те ачасен тивӗҫӗ шутланнӑ. Шкулта лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ вӗреннӗ. Шкула е ӗҫе — вӑл яланах утса мар, чупса ҫӳренӗ. Физкультура урокӗсенче те унӑн чупас пултарулӑхӗ ир палӑрнӑ. Тӗлӗнмелле хӑвӑрт чупакан ачана физкультура учителӗ О.Н. Малеев районти спорт шкулӗн директорне Н.А. Куприянова кӑтартса пӑхма шутлать. Ун чухне Коля 8-мӗш класра вӗреннӗ. Ҫапла вара вӑл Николай Анатольевич тренер пулӑшнипе пысӑк спорт ҫулӗ ҫине тухать. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче спорт профилӗн лагерӗнче чупас ӑсталӑхне аталантарнӑ.

Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта аслӑ классенче вӗреннӗ ҫулсенче Коля Чамеев тӑтӑшах республикӑри ӑмӑртусене хутшӑнать, ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума тытӑнать. Вӑл Кивӗ Чукалпа Пашьел хушшинчи ҫулпа кашни кун ир те, каҫ та чупнине астӑваҫҫӗ-ха ял ҫыннисем. Республикӑн пӗрлештернӗ командине кӳртни татах та пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума хавхалантарса тӑрать ӑна, чупас ӑсталӑхне ӳстерсех пыма хистет. Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртури пӗрремӗш ылтӑн медале 1978 ҫулта Нальчик хулинче 3000 метрлӑ дистанцире ҫӗнсе илет. Тепӗр кунне те 5000 метрлӑ ӑмӑртура та пуринчен хӑвӑрт чупса тухса тепӗр ылтӑн медале тивӗҫет. Унтан 1981 ҫулта юниорсен 6 километрлӑ чупӑвӗнче СССР чемпионӗ пулса тӑрать. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл, СССР пӗрлештернӗ командинче ӑмӑртса, Европа тата Тӗнче шайӗнчи чемпионатсенче пайтах медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче халь ҫав ҫулсенче туптаннӑ 9 ылтӑн, 8 кӗмӗл, 7 пӑхӑр медаль. Вӗсемшӗн тренировкӑсенче миҫе пин ҫухрӑм чупса пиҫӗхнине хӑй те калаймасть. Н.А. Куприянов каланӑ тӑрӑх, спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӑна ӗҫченлӗх, палӑртнӑ тӗллевсене яланах пурнӑҫлама хӑнӑхни, хӑйне хӑй хистеме пӗлни пулӑшнӑ та ӗнтӗ.

Ҫак кунсенче Николай Степанович аллӑ ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа редакци ӗҫченӗсем унпа тӗл пуласшӑнччӗ — тӳр килмерӗ. Вӑл Кисловодск хулинче ҫамрӑк спортсменсене ҫитес ӑмӑртусене хатӗрлет.

2005-2007-мӗш ҫулсенче Н.Чамеев, аслӑ пӗлӳллӗ педагог, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав ҫулсене аса илсе, ачасемпе ҫамрӑксем спорт шкулӗнче завуч пулса ӗҫленӗ С.П. Моисеева акӑ мӗн пӗлтерчӗ:

— Николай Степанович ӗҫлеме пуҫласанах Пӑчӑрлӑ Пашьел шкулӗнче хӑвӑрт чупакан ачасем палӑрма пуҫларӗҫ. Вӗсем районта кӑна мар, республикӑра та, Чӗмпӗр облаҫӗнче («Нагаткинская миля») малти вырӑнсене йышӑнатчӗҫ. Тӗслӗхрен, Алексей Ермолаев, Ольга Уськина, Алиса Данилова, Алина Ишмуллина, Елена Можаева. Шкул пӗтерсен физкультура уйрӑмне вӗренме кӗрекенсем те сахал мар пулчӗҫ. Вӑл хатӗрленӗ Алексей Копылов, Александр Ишмуллин хӑйӗн пекех физкультура учителӗ е тренер пулса тӑрӗҫ. Тата ҫамрӑк спортсменсене тӑтӑшах тӗрлӗ ӑмӑртусене хӑй укҫипех илсе ҫӳретчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса та хавхалантарчӗ. Ҫак ҫулсенчех районта виҫӗ хутчен ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвне йӗркелесе ирттерчӗ. Тӗллевӗ паллӑ: тӑван районта хӑвӑрт чупакан спортсменсем ытларах пулччӗр тесе тӑрӑшни. Ҫапла, халӗ Н.С. Чамеев, Шупашкарти пӗрремӗш номерлӗ Олимп резервӗсен шкулӗн тренерӗ, спортри талантлӑ ачасене тупса ҫитӗнӳсем патне ертсе пырать. Ку ӗҫре те унӑн ҫитӗнӳсем пайтах. Йышлӑ разрядниксем, район тата республика чемпионӗсем, ҫӗр-шыв шайӗнчи призерсем хатӗрлет.

Галина Иванова
«Шӑмаршӑ хыпарӗ»


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-02-29 11:27:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3324 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем